Вӗсем такам хушнипе мар, чун ыйтнипе пулӑшаҫҫӗ

Республикӑри ҫамрӑксемпе ачасен "Эткер" центрӗнче вӗренӳ организацийӗсенчи Тимур ушкӑнӗсен пӗрремӗш слечӗ иртрӗ. Хастар яш кӗрӗмпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӗл пулчӗ.

Республикӑри пур районпа хуларан 150 ача килсе ҫитнӗ. Вӗсем пурте Тимур ушкӑнӗсен хастарӗсем. Ҫак юхӑм Совет тапхӑрӗнче анлӑ сарӑлнӑ. Аркадий Гайдарӑн «Тимур тата унӑн команди» хайлава пӗлмен, вуламан ҫын пулман та пулӗ. Паянхи тимуровецсем те ӑҫта пулӑшу кирлӗ - ҫавӑнта васкаҫҫӗ, чылай ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ачасем валли тӗрлӗ лаптӑк ӗҫлерӗ. Кунта вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, кӑсӑклӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Республикӑри пӗлӳ учрежденийӗсенче хальхи волонтерсен 30 ытла пӗрлешӗвӗ ӗҫлет. Вӗсем ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене, тӑлӑх ватӑсене пулӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ обществӑлла ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. 

Диана Иванова, Святослав Петров