Вӗсем ҫын нушинчен айккинче тӑма хӑнӑхман

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут "Путин ушкӑнӗ" тата "Пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳшӗн" премисен лауреачӗсене чысларӗҫ. Ҫак наградӑна Халӑх фрончӗ пуҫарнипе ыттисене пулӑшма хатӗр тата ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене мӗн кирлипе тивӗҫтерекенсене пама йышӑннӑ. Президент юхӑмӗн ҫӗнӗ премине республикӑра 30-ӑн - уйрӑм ҫынсем те, ӗҫ коллективӗсем те тивӗҫрӗҫ.

Эдуард Буинцев Тӑвай тӑрӑхӗнче салтаксене пулӑшас ӗҫе пуҫарса янӑ. Ял-йышпа та, хӑй тӗллӗн те фронта кирлӗ чылай япала ӑсатнӑ. Десант ҫарӗсен ветеранӗ, ҫӗршыв тулашӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑскер ҫапӑҫу хирӗнчи нушана туйса курнӑ. Алексей Григорьев та тылри ӗҫе хастар йӗркелесе пырать. Хӳтӗлевҫӗсене хатӗрлес тӗллевпе Шупашкарта ятарлӑ курссем пуҫарнӑ. 

Красноармейски тӑрӑхӗнче пӗр шухӑшлисемпе чӑмӑртанса салтаксене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ: ял-йыш хӳтлӗх каррисем ҫыхать, кӑмакасем ӑсталать, ҫуртасем хатӗрлет. Тракенсем фронта 17 машин юсаса илсе ҫитертнӗ. 

Улатӑр тӑрӑхӗнчи Тамара Тренюшован ывӑлӗ тулли мар мобилизаципе ҫар операцине лекнӗ. Салтак амӑшӗ тӑван ялӗнче фронта пулӑшас ӗҫе хастар явӑҫнӑ. Кувакинора пурӑнакансем ку таранччен 100 кило ытла апат-ҫимӗҫ, 40 ытла маскировка карри тата 2 пин ытла окоп ҫурти ӑсатнӑ. Ачисем часах ырӑ-сывӑ килӗсене таврӑнасса шанаҫҫӗ. Республикӑри чылай ҫын салтаксемшӗн хӑйсен ывӑлӗсемшӗн пек пӑшӑрханать. Вӗсене май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Хӑйсем тӗллӗн те, йышпа та гуманитари тиевӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ премие Халӑх фрончӗ 2022-мӗш ҫулта пуҫарнӑ. Ҫак хисепе ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансем тивӗҫеҫҫӗ, уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе унти мирлӗ халӑха пулӑшакансем. 

Чысланисен йышӗнче врачсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем, тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем, усламҫӑсемпе тивӗҫлӗ канурисем. Вӗсене пурне те ҫын нушинчен айккинчен юлманни пӗрлештерет. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Алексей Пятайкин, сӑмахран, пӗлтӗр ҫурккунне пӑрпа ишсе кайнӑ 2 ачана ҫӑлса хӑварнӑ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Христофор Макаровшӑн тӗрлӗ вӑрҫӑра пуҫ хунисене асра тытасси пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑнӑ. Фронтран таврӑнайман салтак ывӑлӗ тӑван Урай Макаҫ ялӗнче пысӑк комплекс туса лартнӑ.

68-мӗш ҫулта пӗрремӗш палӑк уҫнӑ. Унтан часовня, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннисене, политика репрессине пула асап курнисене асӑнса палӑксем ҫӗкленӗ. Ҫак ӗҫе пӗтӗмпех хӑй вӑйӗпе тата ыркӑмӑллисем пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. "Пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳшӗн" проектпа килӗшӳллӗн тӑтӑшах гуманири тиевӗ ӑсатаҫҫӗ. Пулӑшӑва Шупашкарта Халӑх фрончӗн регионти штабӗнче йышӑнаҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Виктор Степанов