Вӗренӳре те, ӗҫре те, пултарулӑхра та хастар

Олег Николаев Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен "iВолга" форумне хамӑр республикӑран хутшӑннӑ яшкӗрӗмпе тӗл пулчӗ. Хӗрсемпе каччӑсем Чӑваш Ен чысне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисем те пур. 

Кӑҫалхипе "iВолга" форум 11-мӗш хут иртнӗ. Самар тӑрӑхне 2 пин ытла ҫамрӑк пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Ен чысне 85 хӗрпе каччӑ хӳтӗленӗ. Форум йӗркелӳҫисем анлӑ вӗренӳпе культура программи хатӗрленӗ. Пурӗ 11 смена ӗҫленӗ. Вӗсенчен пӗринче пирӗн республикӑри ҫамрӑксем Тутарстанри юлташӗсемпе пӗрле халӑх уявӗсен фестивальне йӗркеленӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Игнатьев халап-юмах калакансен конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Унсӑр пуҫне Чӑваш Енпе Мари Эл ҫамрӑкӗсем вӗренӳ ыйтӑвне тимлӗх уйӑрнӑ. "Ырӑлӑх миссийӗ" сменӑра 160 волонтер пӗлӗвне ӳстернӗ. Форумра кашни кунах лекцисемпе дискуссисем, ӑсталӑх сехечӗсемпе тренингсем иртнӗ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ тупӑшу пулнӑ. Сӑмахран, пирӗн ҫамрӑксем наци тумӗсен конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Наталья Васильева вара хӑйӗн проекчӗпе ҫӗнтерсе 240 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Вӑл аслӑ шкулти студентсен профсоюз организацийӗ валли анимаци роликӗсем ӳкересшӗн. Ҫакӑн валли шӑпах грант укҫипе тӗрлӗ хатӗр туянас тӗллевлӗ.

Тӗл пулӑва пухӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ҫавӑн пекех Республика Пуҫлӑхне ыйтусем пачӗҫ. Вӗсем, уйрӑммӑн илсен, ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ, туризм аталанӑвӗ пирки кӑсӑкланчӗҫ. Олег Николаев студентсене хастарлӑхшӑн тав турӗ, тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунчӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи ҫавӑн пекех ҫитес ҫул Ҫамрӑксен ҫуртне хута яма шантарчӗ.

Диана Иванова, Игорь Ульянов