Семинар икӗ куна пычӗ. Пӗрремӗш кунӗнче районти вӗренӳ пайӗсен пуҫлӑхӗсем Канашри тата Шупашкарти педагогика колледжӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Иккӗмӗш кунне тӗп хулари 59-мӗш шкулта пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара пухӑннисем шкулти ӗҫ йӗркипе паллашрӗҫ, классенче пулса курчӗҫ. Ҫакӑн пек тӗл пулусене Вӗренӳ министерстви каникул вӑхӑтӗнче кашни ҫулах ирттерет. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни, кӑткӑс ыйтусене пӗрле сӳтсе явни питӗ паха, теҫҫӗ семинара йӗркелекенсем.
Елена Дмитриева, Михаил Солин