Ку учреждение те кӑҫал акцие хутшӑнма сӗннӗ. Хыпара кунта ӗҫлекенсемпе ачасем пӗр тӗлӗнсе те пӗр савӑнса йышӑннӑ. Кашниех хӑй аллипе открытка хатӗрлесе чи пысӑк ӗмӗтне ҫырнӑ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ача ҫуртӗнче ҫитӗнекен Димӑпа Вика мӗн ыйтнине пурнӑҫларӗ. Арҫын ачана машин, хӗрачана маникюр хатӗрӗсен пуххине парнелерӗ. Ытти ачасем пылак кучченеҫлӗ пулчӗҫ. Хӑнасене ачасем хӑйсем пурӑнакан вырӑнпа паллаштарчӗҫ, куна мӗнле ирттернине, мӗнпе кӑсӑкланнине каласа пачӗҫ. Хӑйсен пӳлӗмӗсене хӗл ҫитнӗ-ҫитмен уяв сӑн-сӑпачӗ кӳнӗ вӗсем. Паян кунта ҫывӑх ҫыннисен хӳттисӗр юлнисем 31-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 13 хӗрачапа арҫын ачана ҫемьене илнӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров