Вӗренӳ эрнине патшалӑх ялавӗсене ҫӗкленинчен тата гимн юрланинчен пуҫлаҫҫӗ

Раҫҫей ҫут ӗҫ министерствин йышӑнӑвӗ ытти регионсенче ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Тӗп хулари 37-мӗш шкулта ҫак патриотла ӗҫ-пуҫа унчченех пурнӑҫа кӗртнӗ. 

Ҫапла пӗрле пухӑнса Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗсене шӑрантарни питӗ пӑлхануллӑ самант шкул ачисемшӗн. Ҫакӑ вӗсене пӗрлештерет, туслаштарать. Карина Шуйкова пӗрремӗш класранпах мухтав юррисен сӑмахӗсене пӑхмасӑр пӗлет. Кашнинчех питӗ хумханса юрлатӑп, тет хӗрача. 8-мӗш класри Николай Ильина Раҫҫей ялавне ҫӗклеме шанса пачӗҫ. Питӗ мӑнаҫланса пурнӑҫларӑм хама шаннине, - терӗ вӑл. Ҫапла 37-мӗш шкулта ялав ҫӗклес тата гимн юрлас йӑла тахҫанах ҫирӗпленнӗ. Ачасене патриотла воспитани парас ӗҫре унсӑрӑн май та ҫук. Шкулта 7 кадет класӗ йӗркеленӗ: арҫын ачасем те, хӗр ачасем те ҫирӗп йӗркене пӑхӑнма хӑнӑхнӑ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров