Канмалли куна пӑхмасӑрах Союзсен ҫуртне чылай педагог пуҫтарӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче нумай ҫул ку тытӑмра вӑй хуракансем те, ҫамрӑк вӗрентекенсем те. Профессире вӗсене пурне те ачасене тата хӑйсен ӗҫне юратни пӗрлештерет. Анчах та чылай чухне ӗҫ укҫи тивӗҫтермест.
Вӗрентекенсене хумхантаракан ыйту сахал мар пулчӗ. Вӑл шутра хулари класс ертӳҫисен шалӑвне ялтисемпе пӗр тан тӑвасси, ӗҫлекен педагогсене ветеран тӳлевне илме майсем туса парасси, вӗренӳ тытӑмне ҫамрӑксене ытларах явӑҫтарасси тата ытти те.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме шантарчӗ. Ҫитменлӗхсене регион ертӳҫипе тата Вӗренӳ министрӗпе сӳтсе явассине каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл регион педагогсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелли пилотлӑ проекта кӗни пирки пӗлтерчӗ. Чӑваш Ен те, Раҫҫей Правительстви те ку ыйтӑва ырласа йышӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








