Вӗрентекен - чи сумлӑ та пархатарлӑ профессисенчен пӗри

Ӑна суйласа илекенсем ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑн пӗлӳ панисӗр пуҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшаҫҫӗ. Учительсен професси уявне халалласа филармони залӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Унта вӗренӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан 500 ытла педагог пухӑнчӗ. 

Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗнче 20 пин ытла педагог ӗҫлет, ҫав шутран 10 пин ытларахӑшӗ шкулта ачасене вӗрентет. Ҫак сумлӑ профессие суйласа илнисене Республика Пуҫлӑхӗ ӑшшӑн саламларӗ. 

Уявра ҫитӗнекен ӑрӑва нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа пӗлӳ парас енӗпе ырми-канми тӑрӑшакансене, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене тата тӗрлӗ ӑсталӑх конкурсӗнче ҫӗнтернисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ. Вӗсен йышӗнче "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" ордена, "Раҫҫей Федерацийӗн ҫут ӗҫ отличникӗ", "Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" хисеплӗ ята илнисем. 

Ҫавӑн пекех "Чӑваш халӑх учителӗ" ята пӗрремӗш хут парса чысларӗҫ. Ҫак сума Элӗк шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Тамара Чашкова тивӗҫ пулчӗ. Пухӑннисем ҫитӗнекен ӑрӑва пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларассинче вӗрентекененсен тӳпи пысӑк пулнине, ҫӗршывра та, республикӑра та вӗренӳ тытӑмне патшалӑх енчен ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Сергей Емельянов