ВДНХри тӗп куравра Вӗренӳ министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫларӗ

Республикӑра ачасемпе ҫамрӑксене пӗлӳпе воспитани парас, тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшас майсемпе Мускавра паллаштараҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑй ӗҫне ВДНХра иртекен куравра кӑтартать. Учительсемпе воспитательсем унта Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тӑршшӗпех хуҫаланӗҫ. 

Тухья евӗр калӑпланӑ республика стендтне ҫывхарса килекен уяв умӗн пушшех те илемлетнӗ. Куракансене ал ӗҫне явӑҫма сӗнеҫҫӗ. Ӑсталӑх урокӗсенче асӑнмалӑх парнесемпе капӑрлӑхсем тума вӗрентеҫҫӗ. 

Кӑмӑл тӑвакансем пулӑшнипе ҫакнашкал сувенирсене салтаксем валли те хатӗрлесшӗн. Ҫӗнӗ ҫул умӗн кунта воспитательсемпе хушма пӗлӳ паракансем пуҫтарӑннӑ. Сӑмах май, республикӑра ачасен 80 проценчӗ тӗрлӗ енлӗ аталанма тӑрӑшать, пултарулӑх кружокӗсене, музыка, ӳнер шкулӗсене, спорт секцийӗсене ҫӳрет. Чӑваш Енри колледж-техникумсем те хӑйсен ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче вара ВДНХри куравра республикӑри аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисем хӑйсен майӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Мускавра вӗренекен чӑваш ҫамрӑкӗсемпе ентешлӗх тӗл пулӑвӗ те йӗркелеме палӑртнӑ. 

Республикӑри вӗренӳ тытӑмӗ хальхи технологисемпе те пуян. Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн тата Василий Чапаев ҫар пуҫлӑхӗн сӑнарӗсемпе пӗрлех, кунта виртуаллӑ пурнӑҫа та лекме пулать. Дмитрий Захаров министр, сӑмахран, куҫлӑх урлӑ шырав ӗҫне хутшӑнма пултарчӗ - истори пӗлӗвӗ илнӗскере ҫакӑ самантлӑха та пулин чун киленӗҫне таврӑнма май пачӗ. Паллӑ ҫынсемпе курса калаҫни те паха. Министрпа Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ачасемпе тӗл пулу ирттерчӗҫ. Унта Чӑваш Енри колледжсемпе техникумсенче аван ӗлкӗрсе пыракан 15 хастара йыхравланӑ. Ҫамрӑксем вӗсенчен пулас профессине суйласа илесси, ӗҫри ҫитӗнӳсемпе йывӑрлӑхсене парӑнтарни пирки ыйтса пӗлчӗҫ. 

Анатолий Аксаков Паташлӑх Думин депутачӗ "Разговоры о важном" уҫӑ урок ирттерчӗ. Калаҫӑва Хӗрлӗ Чутайпа Красноармейски тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем ҫеҫ мар, Сахалин облаҫӗнчи вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех республикӑри Вӗренӳ министерствипе Мускаври "Просвещение" издательство килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пусрӗҫ. Маларах ҫапла пӗрле чӑваш чӗлхи вӗренмелли пособисем пичетленӗ, халӗ - 5-мӗш-7-мӗш классем валли тӑван халӑх истори кӗнекине кӑларасшӑн. Вӗренӳ министерстви куравра кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшччен пулать. Ҫитес канмалли кун вара ВДНХра Мускаври ентешсене тепӗр пулӑм кӗтет. Чӑвашпа Мари Хӗл Мучисем уява йыхравлаҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Анна Цинтовская, Юрий Марков