Ку сӑн ӳкерчӗксем ҫинче Америкӑри тӗнчипе паллӑ Гарвард университечӗ тейӗн, тесе тӗлӗнет ҫамрӑк ӳнерҫӗ. Анчах та хӑйнеевӗр архитектурӑллӑ шкул Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Чылайӑшӗ пӗлекен вырӑнсем ҫине Антонина Антонычева ҫӗнӗлле пӑхать. Ҫавна пулах вӑл ҫулҫӳрев картти йӗркеленӗ. Унта кашниех хӑйӗн тӑван тӑрӑхне тупма пултарать. Тӗслӗхрен, Элӗкре Антонинӑна вырӑнти музей тыткӑнланӑ. Ӗлӗк ҫак ҫуртра шкул пулнӑ, ӑна 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче аслӑ вӗрентекен Иван Яковлев уҫнӑ, иккен. Красноармейски тӑрӑхӗнче вара республикӑра упранса юлнӑ пӗртен-пӗр шыв арманне курма пулать. Шел пулин те, ҫулран ҫул вӑл арканса пырать. Ҫакӑн пек объектсене сыхласа хӑварма май ҫук пулсан, карттӑ ҫине кӗртни те аван, тет Антонина Антонычева. Ҫапла майпа Вӑрмар тӑрӑхӗнчи ҫынсен асӑнче юлнӑ шыв башнине сӑнланӑ вӑл. Чи кӑсӑкли, республикӑри илемлӗ вырӑнӗсемпе выляса паллашатӑн.
Кӑсӑклӑ маршрут республикӑн тӗрлӗ кӗтесне хывма пулать. Антонычевсен ҫемйи час-часах пӗрле ларса вылять. Ӑҫта пулса курнӑ е хӑш тӑрӑха ҫитмелле - сӳтсе явмалли ыйтусем кашнинчех тупӑнаҫҫӗ. Маршрут "Сувар" этнокультура паркӗнчен пуҫланать. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче вӗҫленет. Унти кермен евӗр хӑпартнӑ ӳнер шкулӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Мӑнаҫланмалли сӑлтав тата чылай. Ҫавӑнпа та Антонина Антонычева карттӑна туристсем валли мар, ытларах хамӑр республикӑра пурӑнакансем валли йӗркеленӗ. Чи пахи вара унпа шкул ачисем кӑсӑкланни, тет ӳнерҫӗ. Тен, карттӑна тӑван ен культурин урокӗсенче усӑ курма пуҫлӗҫ, тесе ӗмӗтленет.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров