Вӑйӑ евӗр калаҫусем ытларах асра юлаҫҫӗ

Пушар хуралӗнче тӑракансем ачасемпе ирттерекен ӑнлантару ӗҫне вӑйлатнӑ.

Ачасем халӗ ҫуркуннехи каникулта. Ҫак хушӑра вӗсен чылай чухне килте аслисемсӗр юлма тивет. Кӑмака, электричество тата ытти хатӗрпе пӗлсе усӑ курмасан, шӑрпӑкпа вылясан, инкек тухас хӑрушлӑх та пур. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри управленинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачасен айӑпӗ 4 пушар пулнӑ. Ҫавӑнпа аслисен ӳсекен ӑрупа ӑнлантару ӗҫне ирттерни пӗлтерӗшлӗ. 

Алиса Александрова, Николай Семенов