Варнава владыкӑна асӑнса Шупашкарта чиркӳ хорӗсен концерчӗ иртрӗ

2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн тата мĕнпур православи тĕнчишĕн хурлăхлă пулăмпа палăрчĕ.

Çак кун Вырăс Православи Чиркĕвĕн чи паллă иерархĕсенчен пĕри, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава йывăр чире пула ку тĕнчерен куçса кайрĕ. Хисеплĕ владыкăна асăнса Турра ĕненекенсем Шупашкарта унăн вилтăпри çинче пулчĕç, чиркÿ хорĕсем Пукравпа Татиана Соборӗнче концерт кăтартрĕç.

Варнава митрополит таса пурăнăçлă Сергий Радонежский кĕлтуса пурăннă вырăнта ăс пухса çирĕпленнĕ, 43 ҫул Шупашкарпа Чăваш епархине ертсе пынă. Виç ипостаçлĕ Таса Турă ячĕпе никĕсленĕ Лаврăна чунтан юратнăскер, вăл Шупашкарта та сăваплă мăнастирĕн пĕр пĕчĕкçĕ пайне курма ĕмĕтленнĕ. Сергий Радонежский соборне туса лартма пилленĕ. Емĕрлĕх пурнăçа куçнă хыççăн вăл хăйĕн ÿтне çак чиркÿ алтарĕ хыçне пытарма хушса хăварнă. Варнава владыкăна асăннă кун вилтăпри çине халăх йышлă пухăнчĕ. Священниксем кĕлĕ ирттерчĕç.   Çак кунах чиркÿ хорĕсем, вырсарни шкулĕсенче вĕренекен ачасен пултарулăх ушкăнĕсем, «Мадригал» хор тата «Классика» капелла Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче пысăк концерт кăтартрĕç.  Кунта пухăннă халăх чиркÿ юррисене тимлесе итлерĕ, Турă Амăшĕн Тихвинти таса сăнĕ ячĕпе Çĕрпÿрен никĕсленĕ мăнастирти вырсарни шкулĕнче вĕренекенсене уйрамах хапăлласа йышăнчĕ.    

Концерта Шупашкар епархийĕн культура пайĕн ертÿçи Регина Чишкина йĕркелесе пычĕ. Вăл хай православи волонтерĕ пулнă вăхăтра Варнава владыкăпа тĕл пулнине, службăсем ирттерме пулăшнине ăшшăн аса илет. Чиркÿ хорĕсен Варнава владыкăна аса илсе лартнă концертне курма Турра ĕненекенсем тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина