Ӗҫлесе тӳрӗ ҫул ҫине тухма заводра 51 ӗҫ вырӑнӗ хатӗрленӗ. Вӗсенчен 30-шӗ - хӗрарӑмсем валли. Айӑпланнӑ граждансем общежитире пурӑнӗҫ. Ӑна завод хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ. Пулас рабочисем валли кунта хӑтлӑ майсем йӗркеленӗ. Ҫывӑрмалли, ҫӑвӑнмалли, кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗмсем, кухня, кану кӗтесӗ пур кунта. Ӗҫлесе юсанакансене тӑванӗсемпе ҫыхӑну тытма чармаҫҫӗ. Вӗсем ҫывӑх ҫыннисемпе телефонпа калаҫма кӑна мар, курнӑҫма та пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех йӗркене пӑхса тӑракансенчен ирӗк илсе поселока тухса кӗме май пур. Чи пӗлтерӗшли вӗсене шалу тӳлеҫҫӗ. Вӑл пурӑнма май паракан чи пӗчӗк укҫа виҫинчен сахалрах пулмӗ. Енчен те чирлесен больничнӑй илме ирӗк пур. Ӗҫлесе юсанмалли центрти йӗркене айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин республикӑри Управленийӗнчи специалистсем асӑрхаса тӑрӗҫ.
Леонид Петров, Игорь Ульянов