Вӑрнарти ҫемье килӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сехет ҫакӑнса тӑрать

"Чувашия" патшалӑх телерадиокомпани Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ проект пуҫарнӑ. Енчен те килте вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи япаласем, документсем, салтак ҫырӑвӗсем упранаҫҫӗ пулсан, унта эсир те хутшӑнма пултаратӑр.

Ку сехете Максим Степановӑн мӑн аслашшӗ Германирен илсе килнӗ. Вӑл тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ пулин те - ӑна кӑларса пӑрахман. Юсама хӑтланса пӑхнӑ, анчах механизмӗ ытла та кӑткӑс пулнӑран йӗркене кӗртеймен.  "Сехет пире вӑрҫӑ ветеранӗн  паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать, - тет Максим. Унӑн мӑн аслашшӗ, Максим Степанович Степанов,  Берлинра пӗр нимӗҫ ҫемйине мародёрсенчен ҫӑлса хӑварнӑ, тав туса ҫак сехете  парнеленӗ те. Каярах  вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫыру та ҫӳретнӗ.  Максим Степанов 43-мӗш ҫулта Беларуҫ фронтне, Гомель облаҫне лекнӗ. Сӑмах май, унта вӑл вӑрҫӑ тухиччен салтакра тӑнӑ. Мӑшӑрӗпе те ҫавӑнтах паллашнӑ.

Екатерина Фомина, Семён Антонов