Ку сехете Максим Степановӑн мӑн аслашшӗ Германирен илсе килнӗ. Вӑл тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ пулин те - ӑна кӑларса пӑрахман. Юсама хӑтланса пӑхнӑ, анчах механизмӗ ытла та кӑткӑс пулнӑран йӗркене кӗртеймен. "Сехет пире вӑрҫӑ ветеранӗн паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать, - тет Максим. Унӑн мӑн аслашшӗ, Максим Степанович Степанов, Берлинра пӗр нимӗҫ ҫемйине мародёрсенчен ҫӑлса хӑварнӑ, тав туса ҫак сехете парнеленӗ те. Каярах вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫыру та ҫӳретнӗ. Максим Степанов 43-мӗш ҫулта Беларуҫ фронтне, Гомель облаҫне лекнӗ. Сӑмах май, унта вӑл вӑрҫӑ тухиччен салтакра тӑнӑ. Мӑшӑрӗпе те ҫавӑнтах паллашнӑ.
Екатерина Фомина, Семён Антонов