Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Сӑрьелте Александр Убаковӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Кипек территори пайне кӗрекен ялсенчен паянхи кун 5 ҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче. Кивӗ Сӑрьелте ҫуралса ӳснӗ Александр Убаков пуҫ хунӑранпа икӗ ҫул ҫитрӗ. Паттӑрӑн ятне вилӗмсӗрлетес тесе, ентешӗсем унӑн тӑван ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакрӗҫ.

Александр Убаков тӑван ҫӗршыва 18 ҫул хӳтӗленӗ: Ҫурҫӗр Кавказра, Таджикистанра пулнӑ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан патриот килте юлма пултарайман. Амӑшӗ, Эльвира Николаевна, ӑна салтака ӑсатма тӗрленӗ алшӑллине тирпейлӗн упрать. 

Пирӗнпе пӗрле йӗрекен ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр, асӑну хӑмине уҫма округри патриотсен тӗрлӗ юхӑмне ертсе пыракансем, салтак амӑшӗсем, шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. "Александр Убаков хӑйӗн ҫумӗнчисемшӗн шанчӑклӑ юлташ пулнӑ, ҫакӑ вӑрҫӑра пуринчен ытла пӗлтерӗшлӗ", - терӗ Йӗпреҫпе Вӑрнар тӑрӑхӗсен ҫар комиссарӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Николаев. Кашни тухса калаҫакан Александр пек паттӑрсем пур чухне эпир ҫӗнтерессе шаннине палӑртрӗ.

Александр 40 ҫул тултарма пӗр кун юлсан ҫапӑҫуран таврӑнайман. Ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл виҫӗ медале тивӗҫ пулнӑ. Костромара пурӑнакан шӑллӗ пиччӗшӗн ҫутӑ сӑнарне асра тытса яланах Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшса тӑрать.

Юнашарти Кивӗ Шуртан ялӗнче Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисене асӑнса палӑк лартнӑ. Ялти пуҫаруҫӑсем "Ниме" программӑпа ҫитес ҫул кунта ҫул сарасшӑн, ял хапхине ҫӗнетсе стелла лартас тӗллевлӗ. Ҫитӗнекен ӑру тӑван ене, ҫӗршыва юратса ӳстӗр тесе вӗсем мӗн вӑй ҫитнине йӑлтах тӑваҫҫӗ

Пурте аван ӑнланаҫҫӗ: фронтпа тыл пӗрле пулсан, йывӑрлӑхсене пӗр ҫемьери тӑвансем пек тӳссе ирттерсен ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывӑхрах пулӗ.

Марина Карягина