Вӑрнар тӑрӑхӗнче паттӑр ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакрӗҫ

1992-мӗш ҫулта Уравӑшра ҫут тӗнчене килнӗ Юрий Самсонов ятарлӑ ҫар операцине 2023-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ, виҫӗ уйӑхран Донецк ҫӗрӗ ҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. 

Алевтина Самсонова ирхине 4 сехетре тӑрса ывӑлӗ юратса ҫинӗ кукӑль пӗҫернӗ. Пысӑк инкеке пула пӗр ҫемьери пек чӑмӑртанса пӗрлешнӗ пӗчӗк ял унӑн паттӑр ачи умӗнче пуҫ тайса асӑну хӑми уҫма пухӑнать. Амӑшӗшӗн Юрийпе ҫыхӑннӑ кашни япала темрен хаклӑ.

Асӑну хӑмине уҫма Вӑрнар округӗнчи яваплӑ ҫынсем, таврари мӗнпур волонтёр, салтак амӑшӗсем, шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Кашни тухса калаҫаканӑн сӑмахӗ чӗрене пырса тивет. Елена Смирнова пиччӗшӗн тантӑшне халалласа юрӑ та ҫырнӑ.

Юрий Самсонов вӑтам шкул хыҫҫӑн Вӑрнарти 29-мӗш училищӗре автомеханика вӗреннӗ. Сывлӑхӗ аванах пулман пулин те ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ, 2013-мӗш ҫулта контракт ҫырса салтакрах юлнӑ, Чечен Республикинче терроризма хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Патриот ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан та килте юлма пултарайман, ҫӗнтерӳпе таврӑнасса ҫирӗп ӗненсе унта тухса кайнӑ, ҫыхӑну ротинче механик-радиотелефонист пулнӑ. Ял ҫинче паттӑра пурте ырӑпа асӑнаҫҫӗ. 

Юрий Самсонова вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗ пама йышӑннӑ. Уравӑшра 7 ҫемье паттӑр ывӑлне пытарнӑ. Ҫӗршыв суранӗ - кашни ашшӗ-амӑшӗн суранӗ. Вӗсем пӗрлешсе тӗрлӗ ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, салтаксене пур майлӑн пулӑшма май тупаҫҫӗ, маскировка ҫеткисем ҫыхса ӑсатаҫҫӗ. 

Санарпуҫ шкулӗнче ҫамрӑк патриотсен отрядне Юрий Самсонов ятне панӑ. Ун ячӗпех ялта волейбол турнирӗ иртнӗ. "Паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра пурӑнаҫҫӗ" теҫҫӗ уравӑшсем.

Марина Карягина, Альбина Фомина