Вӑрнар районӗнчи малтикасялтӑрасем пӗрремӗш хут ял уявӗ ирттерчӗҫ

Юлашки вӑхӑтра ял уявӗсене шавлӑ ирттереҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Малтикас Ялтӑрара пурӑнакансем те ырӑ йӑла пуҫарас тенӗ - ватти-вӗттине пӗрле пухнӑ. 

Ял уявне малтикасялтӑрасем икӗ уйӑх хатӗрленнӗ. Пӗве ҫумӗнчи вырӑна суйланӑ. Малтанах спорт лаптӑкӗсем йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫме, волейболла выляма пулать. Артистсене пушӑ уҫланкӑна чӗнме аван мар, ҫавӑнпа та илемлӗ сцена ӑсталанӑ. Ял историйӗ пуян. Малтикас Ялтӑра пирки 16-17-мӗш ӗмӗрсенчи архив докуменчӗсенчех ҫырса хӑварнӑ иккен. Вӑл мӗнле пуҫланса кайни пирки тӑван тавралӑха тӗпчекенсем тӗрлӗрен калани пур. Малтанах Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен кунта куҫса килнӗ теҫҫӗ. Ҫак вырӑна Емельян Пугачев та килӗштернӗ. Кунта вӑл 1774-мӗш ҫулта хӑйӗн пӑлхавҫисемпе Хирлеп шывӗ хӗрринче канма чарӑннӑ. Халӑхра ку вырӑна халӗ те Хуралкаҫҫи теҫҫӗ. 

Вероника Павлова