Вӑрнар районӗнче паттӑр салтаксен вил тӑприсене йӗркене кӗртеҫҫӗ

Кӑҫал Вӑрнар районне "Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене ӗмӗрлӗхе асра хӑварасси" программӑпа федераци хыснинчен 694 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫак укҫапа районти 7 масарти вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ: асӑну паллисем лартнӑ, карта тытнӑ, плитка сарнӑ, сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех поселокра 2024-мӗш ҫул тӗлне тӑванла вилтӑприне йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ. Вӑрнарсемшӗн вӑл сӑваплӑ вырӑн шутланать. Ӑна типтерлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ, ҫапах та ҫӗнетсен аванрах пулмалла, теҫҫӗ вӗсем. 

Чӑваш Ен кӑларӑм валли Елена Дмитриева, Михаил Солин