Вӑрмарта Афганистан вӑрҫинче пуҫ хунӑ Геннадий Александрова аса илчӗҫ

Афганистан вӑрҫин паттӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитрӗ. Ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ 20 ҫулта татӑлнӑ. Ҫулсем иртеҫҫӗ пулин те, ун ячӗ яланах ентешӗсемпе юлташӗсен асӗнче.

Геннадий Александровпа ҫарта пӗрле пулнисемпе юлташӗсем кашни ҫул утӑ уйӑхӗнче пухӑнаҫҫӗ, салтакри пурнӑҫа аса илеҫҫӗ. Ҫамрӑклах пӑшал тытса ҫапӑҫма тивнӗ вӗсен. Геннадий Александров 180-мӗш полкӑн 108-мӗш мотострелоксен дивизийӗнче сержант пулнӑ. Хӑюлӑхне, тавҫӑрулӑхне кура ӑна взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. 1980-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Газни провинцийӗнче хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ. Пирӗн салтаксене душмансем хупӑрласа илнӗ. Геннадий ыттисене хӳтелес тесе тӑшмана пӑшалтан пеме пуҫланӑ. Анчах ӑна хӑйне вилмелле амантнӑ. Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Генӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 

 

Алена Артемкина, Иван Макеев