Вӑрмар тӑрӑхӗнчи энӗшпуҫсем ялта пушар хуралне туса хунӑранпа 94 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Ҫак ятпа энӗшпуҫсене Хӑрушсӑрлӑх службин ветеранӗсен Атӑл тӑрӑхӗнчи Канашӗн ертӳҫи Петр Третьяков генерал-лейтенант саламларӗ. 

Ял халӑхӗ ялти пушар хуралӗн историне аса илчӗ. Хӑнасем пушар сӳнтерекенсен династине тӑсакан Нягинсен ӗлӗкхи кил-хуҫалӑхӗнче пулса курчӗҫ. Василий Николаевич каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Энӗшпуҫри пушар хуралне унӑн аслашшӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинчен таврӑннӑскере ҫак ӗҫе тума колхоз председателӗ хушнӑ пулнӑ. 

Алексей Енейкин