Ҫак кун министрсемпе депутатсем пилӗк лаптӑкра ӗҫлерӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова Вӑрмарти тӗп район больницинче ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Тикеш ялӗнче пурӑнакан Галина Филипповӑна ялти фельдшерпа акушер пункчӗ кивӗ пулни пӑшӑрхантарать.
Ҫамрӑксене халалланӑ лаптӑкра та ҫын йышлӑ пухӑнчӗ. Унта ялта пурӑнакансене аталанма тивӗҫлӗ майсем туса парассине, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессине сӳтсе яврӗҫ. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи яш-кӗрӗме пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли вырӑн кирлӗ. Вӗсен ыйтӑвне ҫывӑх вӑхӑтра татса парас тӗллевлӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тата вӗсен ҫемйисемпе те тӗл пулу иртрӗ. Республикӑра салтаксене пур енлӗн пулӑшу кӳрес ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Округ аталанӑвне сӳтсе явма тата малашнехи тӗллевсене палӑртма Сергей Артамонов ертсе пыракан Правительство ушкӑнӗ Вӑрмар шкулне пухӑнчӗ. 2030 ҫулччен Вӑрмар тӑрӑхӗнче 2 миллиард ҫурӑ тенкӗлӗх инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмелле. Паянхи кун Энӗшпуҫ ялӗнчи пӗлӳ ҫуртӗнче юсав пырать. Кӗтеснерти шкула тӗпрен ҫӗнетме проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Район больницин ҫӗнӗ корпусне те тума тытӑнмалла.
Канашлура Вӑрмар тӑрӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Малалла та хастар ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








