Кӗнеке хӑтлавне Вӑрмарти "Тӑван ен" клуб пайташӗсемпе авторӑн Шупашкарти ӗҫтешӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шкул ачисем хӑнасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен хатӗрленӗ композиципе кӗтсе илчӗҫ. Светлана Васильевна 30 ҫул кунта вӗренекенсене пӗлӳ парать. Вырӑс чӗлхипе литератури, технологи, ӳнер урокӗсене ертсе пынисӗр пуҫне, вӗсене республикӑра, Раҫҫейре иртекен нумай конкурса хутшӑнма хатӗрлет.
Шкулта вӗренекен йышлӑ мар, анчах кашнин яваплӑ ӗҫ пур: Светлана Васильевна пурин пултарулӑхне те уҫма май тупать. Патриотизмла воспитани пуринчен ытла кирлине асра тытса, ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсене шырав ӗҫне явӑҫтарать. Ҫӗнӗ кӗнекене кӗнӗ пӗтӗм материал - чылай ҫул пуҫтарнӑ пӗрлехи тӗпчеве пӗтӗмлетни.
Кӗнекери 500 ытла страницӑра - паянхисен ыранхисене мӗн каласа парас килни. Хамӑрӑн асатте-асанне, кукаҫи-кукамай тӳссе ирттерни, вӗсен куҫҫулӗпе исленнӗ ҫырусем, темрен хаклӑ сӑн ӳкерчӗксем... Ваттисемпе курнӑҫса вӗсен асилӗвӗсене хӑйсен аллипе ҫырса илнипе ҫӗнӗ ӑру аслӑ ӑрӑва ытларах ӑнланать.
Ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентекен Светлана Романова - хастар волонтёр та. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Раҫҫей Президенчӗн гранчӗсене тивӗҫнӗскер, кулленхи ӗҫӗнче ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма тӑрӑшнине, 200 ытла статья ҫырса вулакан патне ҫитернине палӑртрӗҫ тухса калаҫакан ӗҫтешӗсем.
Педагог хӑйӗн шалӑвӗпе кӑларнӑ хулӑн кӗнекен тиражӗ пысӑках мар, анчах ӑна хатӗрлекен хастар ушкӑн кӑларӑма ҫӗнӗ тӗпчевсемпе пуянлатса пырасшӑн.
Марина Карягина, Олег Цыпленков








