Вӑрмар районӗнче пулӑ тытма юратакансем пуҫтарӑнчӗҫ

Унта йӑлана кӗнӗ "Пулӑҫ пулӑҫа" фестиваль иртрӗ. Фестивале пухӑннисем малтанах Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакан Раҫҫей салтакӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулнине палӑртрӗҫ. "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" тесе "Z" сас палли евӗр тӑрса тухрӗҫ. 

Фестивале пурӗ 50 ытла пулӑҫ пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка тата Тӑвай районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Атнаш ялӗнче пурӑнакан Николай Иванов уява мӑнукӗсемпе килнӗ. Вӑл вӗсене хӗлле пулӑ тытас вӑрттӑнлӑхсене ӑнлантарать, хӑй мӗн пӗлнине каласа кӑтартать. Пулӑҫсем тӗрлӗ номинацире тупӑшрӗҫ. 12 ҫулхи Алексей Петров "Чи пысӑк пулӑ" тытакан пулчӗ. Арҫын ача мӗн пӗчӗкрен ашшӗпе пӗрле пулла ҫӳрет. Ку манӑн чун киленӗҫӗ, тет. Ҫавӑн пекех чи пӗчӗк пулӑҫсене уйрӑм палӑртрӗҫ. Вӗсем Вӑрмарти Наталия Сергеевапа Энӗшпуҫӗнчи Тимофей Иванов пулчӗҫ. Фестивале хутшӑнакансем, курма килнисем тутлӑ пулӑ шӳрпипе тата вӗри чейпе сӑйланчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе дипломсем, хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. 

Диана Иванова, Вячеслав Ильин