Вӑрмансене пушартан сыхлакансен республикӑри ӑсталӑх тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ

Ҫулӑма сарӑлма парас мар тесен вӗсен хастар та ҫивӗч пулмалла. Патӑрьел районӗнче, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗнче, пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑсталӑх тупӑшӑвӗ иртрӗ. Конкурсӑн регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи республика чысне хӳтӗлеме Мускав облаҫне кайӗ.

Ӑмӑртӑва пурӗ 22 ҫын хутшӑнчӗ. Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗ пысӑк - 70 пин гектар. Кунта ытларах хыр ӳсет. Юлашки ҫулсенче пӗр пысӑк пушар та пулман. Ӑнсӑртран вут-ҫулӑм тухсанах вӑхӑтра сӳнтереҫҫӗ. Пушарсем пачах ан пулччӑр, теҫҫӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем. Хӑйсен ӑсталӑхне вӗсем теорире тата практикӑра кӑтартрӗҫ. Малтанах 40 ыйтӑва хуравларӗҫ. Унтан эстафетӑра тупӑшрӗҫ, турник ҫинче туртӑнчӗҫ, ҫулӑм сӳнтерчӗҫ, тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарчӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те тав хучӗсем тата хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗ ята Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗнчи участок ертӳҫи Владимир Чернов тивӗҫрӗ.

Диана Иванова, Святослав Петров