Кун пек мӑнаҫлӑ машинсем унччен те пулнӑ. Ҫапах та вӗсене ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Хальхисем уйрӑмах водительсемшӗн тата ҫӑлавҫӑсемшӗн меллӗ. Ҫак КАМАЗа Андрей Катейкина шанса панӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ 10 ҫул ытла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, машинӑна 6 тонна шыв, 200 литр кӑпӑк кӗрет. Салона 4 пушарнӑй ларма пултарать.
Халӗ вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысак пулнӑран яваплӑ службӑсем кунӗн-ҫӗрӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ, профилактика ӗҫӗ ирттереҫҫӗ. Лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑма видеосӑнав камерисем те пулӑшаҫҫӗ. Унчченхи 5 хатӗр ҫумне кӑҫал тата 4 хутшӑннӑ. Камерӑсем ӑҫта ҫулӑм тухнине тӳрех палӑртма май параҫҫӗ. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче иртнӗ 10 ҫулта пӗр пушар кӑна шута илнӗ. Ӑна алхасма паман - хӑвӑрт сӳнтернӗ. 2019-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре "Экологи" наци проекчӗпе тата "Вӑрмансене упрасси" федераци программипе килӗшӳллӗн пурӗ 61 автотехника тата 160 хатӗр туяннӑ. Пӗтӗмпе 158 миллион тенке яхӑн тӑккаланӑ. Вӑл шутра ҫӗмӗрлесем 8 машинпа 16 тӗрлӗ оборудовани илме пултарнӑ.
Надежда Александрова ,Святослав Петров