«Вӑрҫӑри тата тылри хӗрарӑмсем» ятпа «Знание» пӗрлешӳ пайташӗсем шкулсенче лекцисем ирттереҫҫӗ

Тӗлпулусенчен пӗри Шупашкарти 63-мӗш шкулта иртрӗ. Ӑна вӗренӳ министрӗ, истори наукисен кандидачӗ Дмитрий Захаров ертсе пычӗ. 

Лектор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв историйӗнче паттӑр ятне тивӗҫлӗ пин-пин хӗрарӑм. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем тылра арҫын ӗҫне тунӑ, фронта та чылаййӑн тухса кайнӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче 500 пине яхӑн хӗрарӑм пулнӑ. 90-шӗ Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Тӗлпулӑва Афганистанри вӑрҫа, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ентешсем те килнӗ. Вӗсем хӑйсем пирки каласа пачӗҫ, ачасен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. Дмитрий Захаров "Герой амӑшӗ валли чечексем" акципе килӗшӳллӗн 63-мӗш шкулта вӗреннӗ Данил Макаров амӑшне саламласа тав турӗ. Оксана Вениаминовнӑн ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцинче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Вӑл миномёт расчёчӗн командирӗ пулнӑ. Ӑна Суворов медалӗпе, Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Раҫҫейри "Знание" пӗрлешӳ пуш уйӑхӗн 16-мӗшччен ҫӗршывӗпех ҫакнашкал лекцисем ирттерӗ. 

 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов