Вӑрҫӑ ветеранӗсене тата вӗсен мӑшӑрӗсене санаторире канмалли путевка

Раҫҫей социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хисеплӗ ватӑсене кашни ҫулах ҫапла парне тӑвать. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне сывлӑхне ҫирӗплетме ветерансем яланах хавас.

Ҫак куҫсем вӑрҫӑ синкерлӗхне пӗрре курсах ӗмӗрлӗхе ас туса юлнӑ. Людмила Лабузова Смоленск тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух 6 ҫулта пулнӑ. Нимӗҫсем яла кӗнине те, вӗсене пирӗн салтаксем каялла хӑваланине те курнӑ вӑл. Ун чухне хаяр тӑшман ытла та ирсӗр алхасса хӑй хыҫҫӑн ялсене ҫунтарса хӑварнине калать. Людмила Никифорова вара Ленинград блокадинче пулнӑ. Хула ҫине бомба-снаряд пӑрахнӑ чух ача сатӗнче ӗҫленӗ амӑшпе пӗрле метрора пытаннине аса илет.

Ҫак ватӑсем каласа пани паян темрен те паха. Вӗсен сывлӑхне упрасси вара патшалӑх тивӗҫӗ. Социаллӑ фонд ветерансен кун-ҫулне тӑсас тӗллевпе вӗсене ҫулсерен санаторире канмалли путевкӑсем парнелет.

Сумлӑ ватӑсем хӑйсене ҫапла чыс тунӑшӑн кӑмӑлтан хӗпӗртеҫҫӗ. Кун пек ырӑ пурнӑҫ пирки ҫамрӑк чухне ӗмӗтленмен те вӗсем. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫимелли те, тӑхӑнмалли те пулман теҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова