Вӑл вӑхӑтсене аса илсен халӗ те чун ҫӳҫенет

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра кӑна мар, тылра та ҫӗрне-кунне пӗлмен совет халӑхӗ. Ял-хулара юлнӑ ватӑсен, хӗрарӑмсен, ачасен хулпуҫҫийӗсем ҫине мӗн-пур йывӑр ӗҫ тиеннӗ.

Юлия Михеева тыл ӗҫченӗ вӑрҫӑ тухсан 9-та пулнӑ. Шупашкарта мӑнукӗн ҫемйипе пурӑнать Юлия Васильевна. "Хура-шурне нумай курмалла пулчӗ", - тет. Ашшӗ лавкка тытнине, кӑштах ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннине астӑвать вӑл. Анчах та кулак тесе айӑпларӗҫ пулӗ, тесе шутлать. Ҫывӑх ҫынни Ҫӗпӗре ярас чух хӑй ирӗкӗпе вӑрҫа тухса кайнӑ, аманса таврӑнсан нумай та пурӑнайман. Амӑшӗн те кун-ҫулӗ кӗске пулнӑ. Пӗрре кулак тесе хуҫалӑха аркатни, тепре ним ҫукран тенӗ пек тӗрмене лекни ҫапса хуҫнӑ.

 

Алиса Александрова, Семен Антонов