Клавдия Авксентьевна 1931-мӗш ҫулта Елчӗк районӗнчи Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. 6 ҫултах аллине ҫурла тытса тырӑ вырнӑ. Хӗрача 10 ҫул тултараспа вӑрҫӑ тухнӑ. Ун чухне вара ир пуҫласа каҫчен хирте кун кунлама тивнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, шкул пӗтерсен хӗр Патӑрьелти ял хуҫалӑх шкулӗнче вӗреннӗ, вырӑнти колхозра тӑрӑшнӑ. 53-мӗш ҫултанпа Клавдия Кузьмина Шупашкарта пурӑнать. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ҫӑкӑр заводӗнче вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та пӗр кун та ӗҫсӗр ларман. Паян кунчченех хулари Ленин районӗнчи ветерансен канашӗнче тӑрӑшать. Обществӑлла ӗҫре хастар ветерана 95 ҫул тултарнӑ ятпа администрацире ӗҫлекенсемпе пӗрлех елчӗксем те саламларӗҫ. Ентешлӗх медалӗпе чысласа парнесем пачӗҫ.
Алексей Енейкин








