Вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ

Паян вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫак ятпа Шупашкарти "28 йӑлӑ" клуба ҫӳрекенсем Президент  перинаталь центрне парнепе ҫитрӗҫ. 

 Клуб 3 ҫул каялла йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи  Елена Романова ун чухне ача пӑхмалли отпускра пулнӑ. Вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ япаласем ҫыхакан Хусанти ал ӑстисем пирки интернетра вуласа пӗлнӗ. Тӗнчипе ҫавнашкал ушкӑнсем 13 ҫӗршывра пур. Шупашкарта та ҫавӑн пеккине йӗркелесе яма шутланӑ. Вӑл 30 ытла ҫынна пӗрлештернӗ. Чи ҫамрӑкки - 15 ҫулта. Тӗрлӗ теттесем, чӑлха-нуски, калпаксем, кофтӑсем ҫыхаҫҫӗ хастарсем. Пӗтӗмпех пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачасем валли.