Людмила Гнедова ҫак вырӑнта ҫуралса ӳснӗ, кунтах ун ачалӑхӗ иртнӗ. Тӑван кӗтесре сывлӑш та сиплӗрех пек туйӑнать, тет вӑл. Хӑйӗн ватлӑхне хӗрарӑм ҫуралнӑ ҫӗрте кӗтсе илес тенӗ, ҫавӑнпа та 5 ҫул каялла икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне сутса ашшӗ-амӑшӗн юхӑннӑ ҫурчӗ вырӑнӗнче ҫӗннине ҫӗкленӗ. "Тем пек йывӑр пулсан та, атте-анне ҫӗрӗ ачасемпе мӑнуксене юласси вӑй-хӑват парса тӑнӑ", - каласа парать Людмила Гнедова. "Унсӑр пуҫне ҫывӑхра тӑвансем, тус-юлташсем пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне яланах пулӑшатпӑр", - тет хӗрарӑм. Нумайӑшӗн кунта сат-пахча. "Хамӑр туса илнӗ паха ҫимӗҫсемпе тӑранса пурӑнатпӑр", - теҫҫӗ ҫынсем. Хӑшӗ-пӗри вара пӗчӗк бизнес та йӗркеленӗ. Уйӑх каялла кунта пурӑнакансем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче ҫӗнӗ комплекс тӑвассине пӗлнӗ. Проект тӑрӑх нумай хутлӑ 16 ҫурт ҫӗклемелле. Ҫынсем ҫакӑнпа ниепле те килӗшме пултараймаҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Екатерина Храмкина, Михаил Солин