Уявсенче вӗсен ҫурчӗ акатуя ҫаврӑнать

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫре мӑшӑр кӑвакарчӑн пек килӗштерсе пурӑнакан Еленӑпа Геннадий Тумановсем - 60 ҫул пӗрле. Ултӑ ача ҫуратса тӗрӗс ҫул ҫине тӑратнӑ вӗсем - ҫамрӑк чухнехи чи илемлӗ туйӑмсене хальчченех тӗксӗмленме паман. 

Сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ мӑшӑр яланхиллех ҫемьери кашни ӗҫе пӗрле канашласа тӑвать. Витере темиҫе сурӑх, качака, ӗнине те темиҫе ҫул каялла кӑна тытма пӑрахнӑ. Чӗрчунсене юратакан туслӑ кил-йышра пӳрт тулли кушак валли те вырӑн ҫитет. Кил хуҫи, Геннадий Тимофеевич Туманов, ӗмӗрӗпех тӗрлӗ ҫӗрте ертӳҫӗ ӗҫӗнче, Елена Никитична кӗҫӗн классен учителӗ пулнӑ, вӑл та киле каҫсӑр таврӑнайман - хуҫалӑх икӗ ывӑлӗпе тӑватӑ хӗрӗ ҫинче пулнӑ темелле. 

Тумановсен 60 ҫул пыракан юрату историйӗ калама ҫук хӑйне евӗрлӗ. Геннадий Тимофеевич Лаш Таяпари вӑтам шкулта, КПСС Тӗп Комитечӗ ҫумӗнчи парти шкулӗнче пӗлӳ илнӗ, Совет ҫарӗнче хӗсметре 9 ҫул тӑнӑ. Авиацин ҫар транспорт полкӗн бортмеханикӗ 4 ҫул самолётпа вӗҫнӗ, 11 хут парашютпа сикнӗ.

Отпуска килсен Геннадий Тимофеевич пукане пек чипер пикене, Елена Никитичнӑна, куҫ хывнӑ. Вӑрӑмхӑва шкулӗнче ӗҫлекен хӗр те кӑмӑлланӑ маттур йӗкӗте, качча тухма килӗшнӗ. Германирен таврӑнсан ҫемье пуҫӗ партин Елчӗк райкомӗн инструкторӗнче, унтан Лаш Таяпа ял канашӗн председателӗнче, "Слава" хуҫалӑхӑн партком секретарӗнче, 90-мӗш ҫуклсен пуҫламӑшӗнче колхоз председателӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Тӑрӑшулӑхӗшӗн Халӑхсен туслӑхӗн орденне те тивӗҫнӗ вӑл. Спортри ҫитӗнӳсемшӗн илнӗ медалӗсен шучӗ те ҫук. Тивӗҫлӗ канӑва тухас умӗн клуб ертӳҫине вырнаҫнӑ Геннадий Тимофеевич ял ҫамрӑкӗсене кире пуканӗ йӑтма илентерсе янӑ. Спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ хӑй ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулнӑ. Вӑл ветерансем хушшинче икӗ хутчен тӗнче чемпионачӗн призёрӗ, икӗ хутчен Европа чемпионӗ пулнӑ.

Тумановсем 6 ачине те аслӑ пӗлӳ пама вӑй ҫитернӗ. Халӗ вӗсем 13 мӑнукӗпе, мӑнукӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗсемпе ывӑлӗсемшӗн яланах тӗслӗх паракан чи ҫывӑх тус вырӑнӗнче пулнӑ.

Алексей экономика факультечӗ, аспирантура пӗтернӗ, мӑшӑрӗпе, икӗ ывӑлӗпе Шупашкарта пурӑнать, пиччӗшӗпе пӗрле ӗҫлет. Хӗрӗсем ҫемйисемпе Мускавра тӗпленнӗ. Кил хуҫи калашле, уявсенче вӗсен ҫурчӗ акатуя ҫаврӑнать. Мӗнре-ши ҫемье тӗрекӗпе телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ? Пӗр-пӗрне ӑнланмасӑр ҫулталӑкранах уйрӑлса каякан та пур-ҫке.

Тумановсен туслӑ ҫемйи ҫинчен ҫитес вӑхӑтра уйрӑм кӑларӑмра туллинрех каласа парӑпӑр.

Марина Карягина, Виктор Степанов