Уявра та савӑнчӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх комплексне те хута ячӗҫ

Иртнӗ кану кунӗсем Вӑрнар районӗнче пурӑнакансемшӗн тухӑҫлӑ иртрӗҫ. Ку тӑрӑхра ӗҫлекен предприятисем хӑна пухрӗҫ. Вӑрнарсен кӗрекинче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулса курчӗ.

Вӑрнарти хутӑш препаратсем кӑларакан предприяти муниципалитет аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫакна асӑрхамасӑр пултараймаҫҫӗ. Иртнӗ пилӗк ҫулта кӑна тӗрлӗ социаллӑ проектпа акцие пурнӑҫа кӗртме 650 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫав шутра бассейнлӑ спорт керменӗ хута янӑ, стадиона юсанӑ тата ытти те. Предприяти пулӑшнипе спорт клубӗ, футбол командисем ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Заводра 750 ытла ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр предприяти никӗсленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ. Анчах пандемие пула уяв кӗрекинче савӑнма май килмен. Кӗрекене кӑҫал пухӑнас тенӗ. Вӑрнарти тепӗр пысӑк предприятире те ҫак кун уяв кӑмӑлӗ хуҫаланчӗ. Малтикас Ялтӑра ялӗнче ҫӗнӗ ферма ҫурчӗ хута кайрӗ. 440 пуҫ вырнаҫаять унта. Ҫӗнӗ ҫӗрте ӗҫлеме те ҫӑмӑлрах, кӑмӑллӑрах, - теҫҫӗ хуҫалӑхра тӑрӑшакансем. 

Екатерина Фомина, Георгий Кривошеин