Уяв кунӗсем халӑхпа пӗрле яланах савӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере пурӑнакансем те Ҫӗнӗ Ҫул каҫне ҫулсерен пысӑк йышпа кӗтсе илеҫҫӗ. Кану паркӗнче пӗрле пухӑнса савӑнасси унта йӑлана кӗнӗ.

Ялта пурӑнакансем ҫак лаптӑка чӑрӑш лартса гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Кану паркӗ йӑлтӑр-ялтӑр ҫутатни аякран курӑнать. Ӑна капӑрлатма 500 метра яхӑн тетте усӑ курнӑ. Уява килнӗ хӑнасене вара ял-йыш вӗри чейпе, пельменпе сӑйларӗ. Пухӑннисем чӑрӑш тавра карталанса савӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне сӑвӑсем вуласа саламларӗҫ. Кунтах ятарласа сӑн ӳкерӗнмелли лаптӑк та йӗркеленӗ. Ӑна чӑрӑш лӑссипе, теттепе капӑрлатнӑ. Тимӗр утпа ҫитнӗ Хӗл Мучипе Юрпике уява килнӗ 30 ытла ачана пылак кучченеҫпе савӑнтарчӗҫ.

Маска тӑхӑнса ҫитнисем те парнеллӗ пулчӗҫ. Ҫак уява йӗркелеме пӗтӗм ял халӑхӗ хутшӑннӑ. Пӗрле пысӑк ӗҫ туни туслаштарать те вӗсене. Нумаях пулмасть, ялти арҫынсем ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗ валли 175 пин тенкӗ пухса тӗрлӗ хатӗр туяннӑ. Парнене волонтёрсенчен парса янӑ. Етӗрне округӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне капӑрлатнӑ ҫуртсемпе организацисем хушшинче ирттернӗ конкурса та пӗтӗмлетрӗ.

Тупӑшура 14 уйрӑм хуҫалӑх хушшинче Вӑрманкас Етӗрнери Сергейпа Надежда Вашуткинсен ҫемйи ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртура мала тухса вӗсем 5 пин тенке тивӗҫнӗ.

Алена Артемкина