Услам тумалли шухӑшран пуҫласа ӑна пурнӑҫа кӗртесси таранах

Шӑпах ҫак енпе пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче ятарлӑ смена иртнӗ. Унӑн авторӗсем 20-мӗш шкулти педагогсем. Малашне финанс пӗлӗвне ӳстермелли программӑна ҫӗршыв шайне кӑларасшӑн. 

Виҫӗ ҫул каялла "Финанс ҫӗршывӗ" программӑна 20-мӗш шкулти ачасем кӑна хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал укҫа-тенкӗ пӗлӗвне ӳстерес текен ҫамрӑксем республкӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Мадина Ефремова Патӑрьелтен. Вӑл тантӑшӗсене пулас профессие суйлама пулӑшакан ӑслай шутласа кӑларнӑ. 

Полина Юрочкинапа Миша Ершов ҫут ҫанталӑка упрама пулӑшакан "Кедр" ятлӑ проект авторӗсем. Вӑл кулленхи пурнӑҫра хутпа сахалрах усӑ курмай май парӗ. Ҫапла вӑрмансем те ытларах сыхланса юлӗҫ, теҫҫӗ ачасем. Хута хальхи электронлӑ хатӗрсем улӑштарма пултараҫҫӗ. Ку енӗпе Полинапа Миша малалла та ӗҫлесшӗн.

Пултаруллӑ ачасем сӗнекен бизнес проектсен йышӗнче ҫӗнӗлӗх нумай. Акӑ, пӗрисем чечек ӳстересшӗн. Хӑҫан шӑварнӑ, им-ҫамланӑ - йӑлтах телефонри ятарлӑ хушӑмра тӗрӗслме пулать. Теприсем кашни ҫын уйрӑмлӑхне шута илсе косметика сӗнме пултараҫҫӗ. Е кафесемпе ресторансенче робот-официнатсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак кӑсӑлӑ проектсен куравӗпе финас министрӗ Михаил Ноздряков паллашрӗ. Ачасен ӗҫӗсем ӑна чӑннипех те килӗшрӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем тӗлӗнтерчӗҫ те. 

Енчен те кӑҫал "Финанс ҫӗршывӗ" программӑна республикӑри 44 ача хутшӑннӑ пулсан, ҫитес ҫул ӑна ҫӗршыв шайӗнче йӗркелсе пултаруллӑ ачасене ытти регионсенчен те пуҫтарасшӑн. 

 

Надежда Александрова, Михаил Солин