Финала 29-ӑн тухнӑ. Ҫак хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ку таранччен услам туса курман. Вӗсем тӗрлӗ профессире тӑрӑшакансем - вӗрентекенсем, юристсем, психологсем тата ытти те. Апла пулин те вӗсене предприниматель ӗҫӗнче вӑйне тӗрӗслесе пӑхасси пӗрлештернӗ. 5 кун лекцисем итленӗ, финанс тытӑмӗпе паллашнӑ, бизнеса мӗнле йӗркелесе пымаллине вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ пӗрлешӳре пулса вӗсен опычӗпе паллашнӑ. Финалта пулас предпринимательсем хӑйсен тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартнӑ, проектсем хӳтӗленӗ. 29 проектран тӳресем уйрӑмах Марина Иванован ӗҫне ырларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ эко-сумкӑсем ҫӗлет.
Диана Иванова, Надежда Александрова, Юрий Стифонов