Унта хутшӑнакансен професси ӑсталӑхне кӑна мар, ушкӑнпа килӗштерсе ӗҫлеме пултарнине те кӑтартма тиврӗ. Ҫавӑн пекех кӑткӑс лару-тӑрура ҫухалса кайманни пӗлтерӗшлӗ. Вӑл шутра Калашников автоматне салатса пуҫтарма пӗлмелле. Пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳме пултарассине уйрӑм тимлӗх. Теорине практикӑра ҫирӗплетрӗҫ ҫарпа спорт вӑййине хутшӑнакансем. Чи пултаруллисене ҫавӑн пекех лазертаг тупӑшӑвӗнче палӑртрӗҫ.
Пухӑннисене Раҫҫейри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсен профсоюзӗн республикӑри пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Татьяна Константинова тата ытти хӑнасем саламларӗҫ. Вӗсем ҫакӑн пек тӗлпулусем коллектива ҫирӗплетме, ӗҫтешсене лайӑхрах пӗлме пулӑшнине каларӗҫ. Уйрӑмах палӑрнисене Хисеп хучӗсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ.
Ксения Потапова








