Усӑ курман ҫӗр тата Сосновски пултӑранӗ пачах юлмалла мар

Республикӑра кӑҫал тухӑҫ ӑнса пулнӑ пулин те, агропромышленность комплексӗнче ҫивӗч ыйту ҫителӗклӗ. 

Пултӑрана тӗп туса хытхура кашлакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси, хӑй тӗллӗн ӗҫ пуҫаракансене пулӑшасси, ялсене пур енлӗн аталантарасси. Ҫак тата ытти пӗлтерӗшлӗ ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсен ертӳҫисемпе сӳтсе яврӗ.

Ҫавра сӗтел Ҫӗрпӳ хулинче иртрӗ. Пухӑннисем кӑҫал тыр-пул ӑнса пулнине палӑртса ял хуҫалӑх тытӑмне малалла мӗнле аталантарасси пирки сӑмах хускатрӗҫ. Татса памалли ыйту чылай. Хальлӗхе Чӑваш Енри ҫӗр пайӗсен 45 процентне миша та туса палӑртман. Йӗрке тӑвас пулсан малтанах патшалӑх шучӗпе вӗсен чиккисене ҫирӗплетмелле.

Унтан кашни гектарпа тухӑҫлӑ усӑ курмалли ӗҫ йӗркине пӑхса тухмалла. Паянлӑха вара чылай районта усӑсӑр выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси йывӑррӑн пурнӑҫланать. Уйрӑмах кӑткӑс лару-тӑру Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри тата Элӗк тӑрӑхӗсенче. Хыт-хура кашлакан лаптӑксем ҫук тесе палӑртнӑ районсенче те федерацин ҫӗрсем пирки калакан пӗрлӗхлӗ тытӑмӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх лару-тӑру урӑхла иккен. 

Тепӗр ҫивӗч ыйту - Сосновски пултӑранне тӗп тӑвасси. Темле кӗрешсен те, хальлӗхе Чӑваш Енре ҫак ҫум курӑк нумайланса кӑна пырать. Унӑн ҫӗре ӳкнӗ вӑрри вара 14 ҫултан та шӑтса тухма пултарать. Ҫавӑнпа та ашкӑрса ӳсекен сиенлӗ курӑка хирӗҫ республикӑра тухӑҫлӑрах кӗрешме палӑртнӑ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин