Шӑпах ҫак вырӑнта ҫӗр ҫул каялла бронза тапхӑрӗнчи Апаш археологи культурине тупса палӑртнӑ та. Паян кунта ял ҫыннисен пахчисем сарӑлса выртаҫҫӗ. Апашра пурӑнакансем ҫак историне лайӑх пӗлеҫҫӗ. Музей-клубра пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Вырӑнти ӳнерҫӗн картинисем улӑп тӑприсем малтан ялтан самай инҫе пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Вӗсене тӗпчеме 1921-мӗш ҫулта Хусантан Чӑваш Ене Виктор Смолин ҫамрӑк профессора чӗнсе илнӗ. Вӑл 11 улӑп тӑприне палӑртса ятарлӑ карттӑ йӗркеленӗ. Виҫҫӗшне чавса тӗпченӗ хыҫҫӑн ку таранччен никам пӗлмен археологи культурине тупнине ӑнланнӑ. Апашпа ҫумӑн пулнӑран ӑна ял ятне панӑ.
Ҫак улӑп тӑприсемпе хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти халӑх питӗ кӑсӑкланнӑ. 19-мӗш ӗмӗрте вӗсене Василий Магницкий паллӑ этнограф та тупса палӑртнӑ. Анчах та ҫӗр айӗнчи "пуянлӑха" 1925-мӗш ҫулта ҫеҫ чавса тӗплӗ тӗпчеме пултарнӑ. Виктор Смолин кун пирки кӗнеке те ҫырса кӑларнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай ӑсчах Чӑваш Ене ҫул хывнӑ. Халӗ Апаш евӗр культурӑна Европӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче тӗрлӗ вырӑнта уҫаҫҫӗ. Археологи предмечӗсем Патшалӑх истори музейӗнче те, Эрмитажра та упранаҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче те пысӑк курав йӗркеленӗ.
Апаш культурине тепӗр майлӑ урӑхла капӑрланнӑ хӗрарӑмсен культури теҫҫӗ. Ҫӗр айӗнче чылай савӑт-сапа та тупнӑ. Кашнине хӑйнеевӗрлӗ тӗрӗпе илемлетнӗ. Вӗсем мӗне пӗлтернине палӑртма йывӑр. Анчах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать - апашсем чашӑк-кашӑка хуҫипе пӗрлех пытарнӑ, ӑруран ӑрӑва парса пыман.
Кашни ҫул ӑсчахсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ыйтусене уҫӑмлатаҫҫӗ, Апаш вулавӗсем ирттереҫҫӗ. Наука конференцине 21 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Вӑл тӗрлӗ регионти специалистсене пӗрлештерет. Чӑваш Ене хӑй вӑхӑтӗнче Америкӑран, Финляндирен, Венгрирен те ӑсчахсем килнӗ. 2003-мӗш ҫулта Виктор Смолин уҫнӑ пӗрремӗш улӑп тӑпри ҫинче ҫак палӑка вырнаҫтарнӑ. Пулас ӑрусем валли историе упраса хӑварас тӗллевпе "Бичурин тата хальхи самана" музейра куҫса ҫӳрекен курав та йӗркеленӗ.
Юлашки хут Апаш ҫывӑхӗнчи улӑп тӑприсене 80-мӗш ҫулсенче чавса тӗпченӗ. Ҫав вӑхӑтрах уҫӑмлатман ыйту чылай. Мӗншӗн-ха Чӑваш Енре бронза вӑхӑтӗнчи масарсене ҫеҫ тупаҫҫӗ? Унччен халӑх ӑҫта пурӑннӑ?
Кун пирки тӗплӗнрех "Наследие" программӑра сӑмах пырать те. Ӑна пирӗн телерадиокомпанин сайтӗнче тупма пулать.
Вероника Павлова, Святослав Петров