Педагогсен ачасене предметпа кӑсӑклантарсас тесен уроксенче ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курмалла. Ҫак тӗллевпе университет ҫӗршыври пӗрлешӳсемпе килӗшӳ тӑвать. Хусанти "Зарница" предприяти педагогика университетне интерактивлӑ велотренажерпа тивӗҫтернӗ. Вӑл шкул ачисене велосипедпа ярӑннӑ чухне ҫул-йӗр правилисене ӑша хывма пулӑшать. Малашне ӑна кашни шкула ҫитерес тӗллевлӗ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ Китай халӑх республикинчи вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑнура. Унти студентсем кунта килеҫҫӗ пӗлӳ илме, пирӗн ҫамрӑксем вара Китая вӗренме каяҫҫӗ. Экспозицире педуниверситетри хӗрсемпе каччӑсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. "Илем" модӑпа пултарулӑх лабораторийӗн студенчӗсем "Хальхипе ӗлӗкхи хушшинче" ятпа ӑсталанӑ тум-тирсен коллекцине кӑтартрӗҫ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн культурине ҫутатса параҫҫӗ. Пӗрисем илемлӗ кӗпе тум-тир ҫӗлеҫҫӗ пулсан, теприсем роботсем валли программӑсем ҫырас енӗпе аталанаҫҫӗ.
Кӑҫал педуниверситета вӗренме килес текенсем валли 800 ытла тӳлевсӗр вырӑн хатӗрленӗ. Вӗсенчен 200-шӗ тӗллевлӗн вӗренекенсем валли. Пулас студентсенчен документсене йышӑнма тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Оксана Верликова, Андрей Шоклев