Унта ҫапӑҫусем пулман пулсан та, вӑрҫӑ историйӗ тарӑн йӗр хӑварнӑ

Сӑмах "Аляска - Ҫӗпӗр" сывлӑш ҫулӗ пирки. Ӑна йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Вырӑс географи пӗрлешӗвӗ Раҫҫей хӳтӗлев министерствипе пӗрле ятарлӑ экспедици пуҫарнӑ. 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах Совет союзӗнчи ял-хуласемпе пӗрле чылай ҫар техники тӑшман аллине лекнӗ. Ҫавах та, пулас инкек калӑпӑшне сиссе хӑш-пӗр патшалӑх пирӗн ҫӗршыва пулӑшу пама пуҫланӑ. 42-мӗш ҫулта Совет союзӗ Америкӑпа ленд-лиз килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫапла фронт валли Аляска урлӑ ҫӗпӗрелле самолетсем вӗҫтерме пуҫланӑ. Ҫак пулӑшу ҫулне "Алсиб" ят панӑ. Инҫе хӗвел тухӑҫӗнчи Чукоткӑра, унтан Магадан, Якутск, Иркутскпа Буряти тата Красноярск тӑрӑхӗсенче вуншар аэродром тунӑ. Кашни кунах вылянса тӑракан кӑра ҫанталӑка пула ҫак туллӑ-сӑртлӑ тундра ҫӗрӗ ҫинче 81 авиакатастрофа пулнӑ. Вӗсенче 115 пилот пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Малаллахи сывлӑш ҫулне йӗркеллӗ тӗпчемен те. Сӑмах май, 1944-мӗш ҫулта фронт енне ҫывхарса пыракан пӗр самолет Чӑваш Енре ӳкнӗ. Унӑн пилочӗ - Пермь тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Ермаков лейтенант 26 ҫулта пулнӑ. Летчика вӑл вилнӗ ял ҫумӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чӑрӑш Туҫа масарӗнче пытарнӑ.

Алексей Енейкин, Дмитрий Алексеев.