Ҫар операцийӗ пуҫлансан Денис Николаевич хӑй ирӗкӗпе контракт алӑ пусса ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Шел пулин те, тепӗр виҫӗ уйӑхран разведчик-сапёр Хӗрлӗ Лиман ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн Президент хушӑвӗпе чӑваш салтакне Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Денис Курсов ячӗпе халӗ Санарпуҫ шкулӗнчи 6-мӗш класс хисепленет. Салтак вӗреннӗ Кӗҫӗн Кипек шкулӗнче вара Герой партти вырнаҫтарнӑ, асӑну хӑми уҫнӑ.
Алексей Енейкин