Сергей Ильин 1985-мӗш ҫулта Мӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫре те, вӗренӳре те тӑрӑшулӑхпа палӑрса ӳснӗ. 2007-мӗш ҫулта Хусанти танк училищине пӗтерсен Владивостокра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2020-мӗш ҫулта вӑл Генштабӑн Мускаври ҫар академине 5 паллӑпа пӗтернӗ. Унтан Донецк Халӑх Республикинчи хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫар операцийӗнче штурмлӑ десант батальонӗн командирӗ пулнӑ. 25-мӗш ҫулта гварди полковникӗ Курск облаҫӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑнса 155-мӗш тинӗс пехотин бригадине ертсе пынӑ. Унтах утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сергей Юрьевич 10 ытла юлташӗпе пӗрле тӑшман ракети айне лекнӗ.
Ҫавах та, тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннӑ офицер шӑпи синкер пулса тухнӑ. Сергей Ильин хӑй ертсе пынӑ тинӗс ҫар пехотин салтакӗсемпе пӗрле тӑшмана хӑваласа темиҫе яла ирӗке кӑларнӑ. Донецк Халӑх Республикин Геройӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл "Приморье Паттӑрӗ" ята тивӗҫнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫе ҫарти ҫитӗнӳсемшӗн ытти патшалӑх наградисемпе те чысланӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн вара ҫӗршыв президенчӗн хушӑвӗпе Сергей Ильин пирӗншӗн ӗмӗрлӗхех Раҫҫей Геройӗ пулса тӑчӗ.
Ҫитӗнекен ӑру аслӑ салтаксен паттӑрлӑхӗпе чӑнласах та мӑнаҫланса ӳсет. Вӗсене сӑвӑсем халаллать.
Кӗҫех генерал-майор ятне тивӗҫмелле пулнӑ ҫар пуҫӗ тӑван ялне яланах килсе ҫӳренӗ. Тус-юлташӗсем ӑна хурланса, чӗре ыратӑвӗ урлӑ чи ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе Сергей Ильин ятне халӗ Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисен йышне кӗртнӗ. Ҫакна ҫирӗплетекен паллӑсемпе документсене регион пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов паттӑрӑн амӑшне пачӗ. Ялти ҫак урам та халӗ Ильин Герой ячӗпе хисепленет.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров








