Статьясем, интервьюсем, сӑн ӳкерчӗксем...- кашнин хыҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пӗр тапхӑр, манӑҫми асилӳ, чӑваш ӳнерӗн историйӗ. Вера Кузьмина утса тухнӑ пурнӑҫ ҫулӗ хӑй те - вӑл тӑван халӑхпа, ҫӗршывпа пӗрле тӳснӗ мӗнпур хура-шур. Ҫав йывӑрлӑхсем ӑна хӗрарӑм, Амӑшӗ сӑнарне тӗрӗс те ӗнентерӳллӗ кӑтартма, куракан чун-чӗрине витерме пулӑшнӑ. "Кӗнеке республикӑри библиотекӑсене ҫитӗ, шкул ачисене унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарма пулӑшӗ", терӗ культура министерствинче профессиллӗ ӳнер, вӗренӳ тата халӑх пултарулӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина.
2003-мӗш ҫулта, сцена ӑсти 80 ҫул тултарнӑ тӗле, хусанкайсем ҫемье вӑйӗпе Вера Кузьминан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан "Театр - манӑн пурнӑҫӑм" ятлӑ кӗнеке кӑларнӑччӗ, унта артистӑн асилӗвӗсем, унран илнӗ интервьюсем, сӑн ӳкерчӗксем кӗнӗ. Ку альбом вара тата анлӑрах. Хальлӗхе ҫын ҫине тухман архив та пысӑк.
Альбом кӗнекепе Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Сергей Журавлёв, Сергей Ювенальев ӗҫленӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл вулавӑшсене те ҫитмелле.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова