Унӑн сӑваплӑ ӗҫӗ ӗмӗрлӗхе юлать

Шупашкар тата Чӑваш Ен епархине нумай ҫул ертсе пынӑ Варнава митрополит пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитрӗ. Ӑна асӑнса чиркӳ ҫыннисене хатӗрлемелли центрта музей-пӳлӗм уҫӑлчӗ. 

Варнава митрополита республикӑра пурте пӗлнӗ, хисепленӗ. Вӑл Чӑваш Ен тата Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Републикӑра 44 ҫул хушшинче владыка тӑрӑшнипе 250 чиркӳ тата 7 мӑнастирь уҫнӑ. Вӗсен йышӗнче ҫӗнӗрен ҫӗкленисем те, тӗпрен юсанисем те пур. Ӑна пурӑннӑ чухнех ҫветтуйсемпе танлаштарнӑ. Турра ӗненекенсем те Варнава владыкӑна питӗ юратнӑ. Варнава Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗнчи ҫуртра пурӑннӑ. Анчах та вӑл кивӗ пулнӑран музей-пӳлӗме урӑх вырӑна - Арҫынсен мӑнастирне куҫарма шутланӑ. Митрополит 30 ҫул пурӑннӑ пӳлӗмре нимӗн те улӑштарман. Кунта кашни япали хуҫи пирки аса илтерет: турӑшсем, кӗнекесем, сехетсем, Иерусалимран тата Афонран илсе килнӗ парнесем. Пурте хисеплӗ ватӑ пурӑннӑ вӑхӑтра мӗнле пулнӑ - ҫавӑн пекех упранаҫҫӗ. Музей-пӳлӗме кашниех килсе курма пултарать. Унӑн ӗҫ графикне Епархи сайтӗнче пӗлме пулать. 

Надежда Александрова, Михаил Солин