"Ӑрӑмла: тӗнчене, пурнан пурнӑҫа, ҫынна усалтан тасат" - ҫак йӗркерен пуҫланать Иосиф Дмитриев (Трер) хайланӑ поэма. Тен, уншӑн - паллӑ режиссёршӑн, актёршӑн, ӑсчахшӑн, педагогшӑн - пултарулӑхри кашни ӗҫӗ несӗлсен хӑватне туйса, ӑрӑмласа, тавралӑха усалтан тасатни пулнӑ. Паллах, чӑвашсен авалхи тӗнӗн йӑли-йӗркине пӗлекенсем тата ӗҫтешӗсем вӑл утса тухнӑ кун-ҫула тарӑн ӑнланаҫҫӗ.
Иосиф Дмитриев иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Хелманӑн "Кӗре кӗрсен", Вампиловӑн "Пӗчӗк хула камичӗсем", Ҫамрӑксен театрӗнче Фёдор Павловӑн "Ялта" пьесисемпе спектакль лартнӑ. Чӑваш йӑли-йӗркинчи этнотеатр формисене тӗпченӗ ӑсчах ҫӗнӗ ӗмӗрте халӑхӑн ӗлӗкрен йӗркеленнӗ тӗнчекурӑмне уйрӑмах шута илсе ӗҫлени сисӗнчӗ. Артистсем "Чӗрӗ сӑмах", "Ама кайӑк ҫулӗпе", "Виҫ кӗтеслӗ юрату" тата ытти хайлавсен сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ.
Иосиф Дмитриева поэзин асамлӑ тӗнчи яш чухнех илӗртнӗ. Вӑл Ленинградра, Мускавра вӗреннӗ чухнех Петӗр Эйзинӑн хӳхӗм сӑввисене каҫса кайса вулани ҫинчен каласа паратчӗ. Каярах хӑйӗн сӑввисем те "Утӑм", "Ҫул курӑкӗ", "Скандинави - Атӑлҫи" ушкӑнпа кӑларнӑ хайлав пуххисенче пичетленчӗҫ. Ҫитменнине Прибалтика чӗлхисенчен, шведларан тӳрремӗн куҫарса, чӑваш поэзине урӑхла варкӑш илсе килчӗ темелле. 90-мӗш ҫулсен варринче Иосиф Александрович Казахстанри вырӑс драма театрӗсенче ӗҫлеме тухса кайрӗ. Хӑй пиртен уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн тухнӑ "Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту" ятлӑ сӑвӑ кӗнекинче - тӑван еншӗн епле тунсӑхлани те.
Музыкӑпа поэзи каҫӗнче куракансем Лолита Чекушкина композитор симфони оркестрӗ, хорпа солист валли хайланӑ "Ӑрӑм" ораторипе пӗрремӗш хут паллашрӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем (дирижёрӗ Никита Удочкин) 10 пайран тӑракан чӑвашла Кӗлле залра ларакан кашни ҫын чун-чӗрине пырса тивтӗр тесе тӑрӑшрӗҫ. Анна Горбуновӑпа Василий Николаев солистсене уйрӑм палӑртас килет. Кунта артист тӑван чӗлхепе юрлани пӗлтерӗшлӗ.
"Паян маншӑн уйрӑм кун, пурнӑҫӑмри пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм", - тет оратори авторӗ Лолита Чекушкина. Иосиф Александровича ҫывӑх пӗлнӗ, хисепленӗ кашни ҫыншӑн та ҫаплах.
Музыкӑпа поэзи каҫӗнче Иосиф Дмитриев пурнӑҫран уйрӑлас умӗн каланӑ пехил сӑмахӗсене те итлеттерчӗҫ. Ҫак пил - кашни чӑваш валли.
Марина Карягина, Вадим Владимиров