Унӑн паттӑрлӑхӗ ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх пулӗ

Ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне хӳтӗлесе Украинӑри ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Олег Федотова халалласа ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче Герой парттине уҫрӗҫ. Хӑюллӑ ентеше ҫапла майпа вӑл вӗреннӗ Юманай шкулӗнче сума сурӗҫ. 

Олег Федотов Юманай шкулӗнче 1999-мӗш-2010-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Алла аттестат илсен тӗп хулара, унтан Ҫӗмӗрлери техникумра пӗлӳ пухнӑ. 2012-мӗш ҫулта салтака кайма ят тухнӑ. Ҫар ӗҫӗ килӗшнӗрен вӑл унтах юлма шут тытнӑ, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ятарлӑ операци пуҫлансан Олег Федотов хӗсметре тӑнӑ десантниксен подразделенине те Донецк тата Луганск республикисенчи мирлӗ халӑха националистсенчен хӳтӗлеме тӗллев лартаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Донецк тӑрӑхӗнчи Васильевка ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем пӗр ҫапӑҫӑва кӗреҫҫӗ, хирӗҫ тӑракан салтаксен вут-ҫулӑмӗ айне лекеҫҫӗ. Олег Федотов националистсен пулеметне гранатометран персе юрӑхсӑра кӑларать, юлташӗсене ҫӑлӑнма пулӑшать. Анчах та ку ҫапӑҫу уншӑн юлашки пулать. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе Олег Федотов ефрейтора Хӑюлӑх орденӗпе чысланӑ. Патшалӑх наградине Ҫӗмӗрлепе Пӑрачкав районӗсен ҫар комиссарӗ Олег Петров салтакӑн мӑшӑрне Наталья Алексеевнӑна пачӗ. 

Леонид Петров