Центр ӗҫне-хӗлне Марина ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ хушӑрах тишкерме пуҫланӑ, кунта практикӑра пулнӑ вӑл. Вырӑнти специалистсем ун чухнех асӑрханӑ ӑна. 2017-мӗш ҫулта тӗп агроном ӗҫне сӗннӗ. Унччен хӗр пӗр хушӑ ашшӗ-амӑш пуҫарнӑ хуҫалӑхра опыт пухнӑ. Декрет отпускӗ хыҫҫӑн Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Канаш тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫин пуканне йышӑннӑ. Ачаран аслисене пулӑшса ӳснӗ хӗр. Кунти ӗҫ йӗркине те часах ӑнкарса илсе коллектива ертсе пыма пуҫланӑ.
Центрта 4-ӑн ӗҫлеҫҫӗ, Канашра 3-ӗн, Тӑвайӗнче - 1 специалист. Маринӑран чылай маларах килнисем, самай аслисем те пур. Хӑйсем патне ертӳҫӗ пек пырса кӗнӗ ҫӗнӗ ҫынна вӗсем кӑмӑллӑн йышӑннӑ.
Вӑхӑт улшӑнса пыни, самани таппи, ҫӗнӗ технологисем чарӑнми аталанма хистеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх центрӗнче ӗҫӗ те хӗлӗн-ҫӑвӑн тимлемелӗх пур. Хуҫалӑхсем пухса кӗртнӗ пулас вӑрлӑх пахалӑхне тӗрлӗ енлӗн тӗрӗслесе кӑтартӑвӗсене шута илсе пыраҫҫӗ. Пӳлӗмри хут ӗҫӗ кӑна мар, тыр-пул уйӗнче сиенлӗ хурт-кӑпшанки те тӗлӗрмест, калчана, хунава чир-чӗр те часах ҫулӑхать. Агрономӑн уй-хире те тӗрӗслевпе час-часах тухмалла. Хуҫалӑхсемпе те килӗштерсе ӗҫлемелле.
Ӗҫӗ кӑткӑс та тӗрлӗ енлӗ. Ҫав хушӑрах ял ҫыннин килти хуҫалӑхра та ӗлкӗрсе пымалла. Марина кӑҫал ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ, килкартинче выльӑх-чӗрлӗх сасси те илтӗнет. Сад пахчинче вара ҫуркуннерен пуҫласа мӗн хура кӗрччен вун-вун тӗрлӗ чечек ешерет. Ӳсен тӑранпа аппаланасси ачаран аталаннӑ чун киленӗҫӗ кӑна мар, интернет уҫлӑхӗнчи илем илӗртнӗ туртӑм та.
Маринан сад-пахчине кӗрсен юпа уйӑхӗн ҫурри ҫитнӗ тесе те калаймӑн. Шӗл кӑваррӑн ҫунаканнисем те, лӑпкӑ тӗсӗпе чуна канӑҫлӑх кӳрекеннисем те, ачаш тӗслисем те, хӗл ыйхине путма хатӗрленекеннисем те пур. Паянхи куна 60-а яхӑн тӗрлӗрен гортензи, 60 сорта яхӑн кӗлчечек, лилейниксен шутне те ҫухатнӑ хуҫи, спирея, ытти чечек-курӑк та куҫ тулли.
Халӗ чечексене хӗле хатӗрлеме юрӑхлӑ вӑхӑт. Гортензисем, сӑмахран, шӑнтичченех ҫеҫкере ларма пултараҫҫӗ, унтан хӑмӑрланма пуҫлаҫҫӗ, юр пӗркенчӗкӗ айне пулсан та хӑйнеевӗрлӗ хитре вӗсем. Ӳсен тӑрана ҫулталӑкӑн сивӗ тапхӑрне хатӗрлеме уйрӑм йӗркесене пӑхӑнмалла. Хӗллехи тапхӑрта та пушӑ вӑхӑт ҫук Маринӑн. Ротанг текен материалтан чечек савӑчӗ вырнаҫакан карҫинккасем ҫыхать. "Хытӑ хулӑпа ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, вӗҫленӗ ӗҫ вара чуна ҫӗклет. Кӑмӑла кура карҫынккана тӗрлӗ чечек лартма пулать", - тет сад ӑсти. Шухӑш-тӗллевне самай маларах палӑртса хурать вӑл. Туянма килекенсене те ӳсен тӑрана епле пӑхмаллине, чир-чӗртен мӗнле хӳтӗлемеллине, хӑш сортсене суйламаллине тӗплӗн ӑнлантарса ярать. Хӑй тӗрӗслемесӗр, темиҫе ҫул ӳстерсе сӑнамасӑр сутлӑха лартмасть, ҫынсене сӗнмест.
"Хамӑр юратса ӳстернӗ чечеке пӗр ҫыхха пухса ҫывӑх ҫынсене парнелесси - чӑн савӑнӑҫ", - тет Марина Алексеева. Мӗн ӗҫленипе интернетри блогӗ урлӑ ыттисене те паллаштарса тӑрать. Хӑй вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе ҫунатланать.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров