Унӑн мухтавлӑ ячӗ паян кун та чылай ҫынна ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать

Вилӗмсӗр ӗҫӗсем пур халӑха та пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. Хусан хулинче Лев Кураков академик ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳсен каҫӗ иртрӗ. 

Лев Кураков пирӗншӗн ӗмӗрлӗхех тӑван халӑхӑн чысӗпе сумӗ, авалхи ӑс-хакӑл пуянлӑхӗн асамлӑ тӗшши пулса юлӗ. Унӑн пур ӗҫре те иксӗлми вӑйпа тапса тӑнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарулӑхӗ вара нихӑҫан та Чӑваш Енпе кӑна чикӗленсе тӑман, ырӑ шухӑшсемпе пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ. Ҫак чӑнлӑха ятарлӑ кураври сӑнӳкерчӗксем ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче те Лев Пантелеймонович яланах кӗтнӗ хӑна пулнӑ. Унӑн ырӑ ятне кунта пысӑк хисеппе аса илеҫҫӗ. Хальхинче те Кураковӑн ҫавра ҫулне халалланӑ асӑну каҫӗ Хусанта академикӑн тӗрлӗ тӑрӑхри юлташӗсене пухрӗ.

Улӑп евӗр Аслӑ ҫынсем яланах халӑха пӗрлештерме пултарнӑ. Лев Кураков та хӑй тавра ӑсчахсемпе политиксене, пуҫлӑхсемпе ахаль ҫынсене пухса пуриншӗн те усӑллӑ ӗҫсем тума пӗлнӗ, вӑйне ҫитернӗ. Асӑну каҫне пухӑннисем унӑн кун-ҫулне, пархатарлӑ ӗҫӗсене аса илчӗҫ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков